Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Комсомольски районӗ

«Арена» сӑнав аппарачӗ
«Арена» сӑнав аппарачӗ

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑха ӳстересси ҫинчен калакан республикӑри программӑна пурнӑҫа кӗртнӗ май ҫул-йӗр правилине пӑхӑннине Улатӑр хулинче автоматика тытӑмӗ сӑнаса тӑрӗ. Ӗнер унти Гагарин урамӗнче фото ӳкерекен «Арена» ятлӑ стационарлӑ комплекс вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӑл епле ӗҫленине тӗрӗслеҫҫӗ.

Унччен ун пек комплекссем Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче кӑна пулнӑ. Халӗ, ав, Улатӑра та ҫитнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 21 комплекс вырнаҫтарасшӑн иккен. Вӗсенчен тӑваттӑшне — Шупашкарта, виҫҫӗшне — Шупашкар районӗнче, саккӑрӑшне — Канаш хулипе районӗнче, Комсомольски ялӗпе Пӑрачкав районӗнче — икшер, унсӑр пуҫне Ҫӗрпӳ хулипе Комсомольски районӗнче — пӗрер. Вӗсене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен вырнаҫтарса пӗтересшӗн.

 

Ҫумӑр тӑтӑш ҫуса тӑнипе ҫӗрулми кӑларасси республикӑра пысӑк йывӑрлӑхпа пырать. Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов каланӑ тӑрӑх, ҫак уйӑхра виҫӗ уйӑх виҫи чухлӗ ҫумӑр ҫунӑ-мӗн.

Хальлӗхе «иккӗмӗш ҫӑкӑра» мӗнпур лаптӑкӑн ҫурринчен кӑшт кӑна ытларах кӑларнӑ — пурӗ 5 550 гектар е 52,5 процент. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 152 центнера ларать. Ҫӗрулмине кӑларасси Красноармейски, Етӗрне, Комсомольски тата Канаш районӗсенче уйрӑмах майӗпен пырать.

Ял хуҫалӑх министрӗ ҫӗрулми пуҫтарас ӗҫе техникумсенче тата аслӑ шкулсенче вӗренекенсене, «тен, шкулсене те» явӑҫтарма сӗннӗ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ку ыйтӑва вӗренӳ учрежденийӗсен тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе пӗрле татса пама сӗнсе хӑварнӑ.

 

Комсомольски районне кӗрекен Александровски ял тӑрӑхӗнче ҫур гектара яхӑн, тӗрӗсрех, 0,35 гектар ҫинче, ҫӳп-ҫап вырӑнӗ йӗркеленнӗ. Ара, чипер хирех пӗри ҫӑп-ҫап пырса тӑкнӑ, тепри — купа ӳснӗҫемӗн ӳссе, сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пынӑ.

Пӗринче хайхи лаптӑка Россельхознадзорӑн управленийӗн ӗҫченӗсем пырса тӗрӗсленӗ. Ҫӗрпе апла хӑтланма юрамасть тесе вӗсем ҫӳп-ҫапа пуҫтармалли пирки вырӑнти ял тӑрӑхӑн ячӗпе асӑрхаттару ҫырса хӑварнӑ. Ҫак кунсенче инспекторсем ҫав вырӑна тепре тӗрӗсленӗ те йӗрке тунине асӑрханӑ.

 

Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри ял тӑрӑхӗнче «Палан» фольклор ансамблӗ ҫинчен пӗлмен, илтмен ҫын та ҫук пуль тейӗн. Ҫак пултаруллӑ ансамбль ушкӑнне нумай ҫул хушши Александр Порфирьев ертсе пырать. «Палан» юрӑҫисем вара — Анфиса Емельянова, Галина Яковлева, Мария Малышева, Луиза Петрова тата ыттисем.

Нумаях пулмасть асӑннӑ фольклор ансамблӗн юрӑҫи Мария Яковлевна Малышева хӑйӗн 60 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Кӗрекене вара тӑвансемпе юбилярӑн ҫывӑх ҫыннисем пуҫтарӑннӑ. Ҫакӑн пек пӗлтерӗшлӗ датӑпа Мария Малышевӑна саламлама культура ӗҫенӗсемпе ансамблӗн юрӑҫисем те килсе ҫитнӗ. Вӗсем вара чуна пырса тивекен сӑвӑсене вуланӑ тата юрӑсем шӑрантарнӑ.

Мария Яковлевна пурнӑҫ тӑршшӗпе «Восток» ЯХПК ферминче пӑрусене пӑхакан пулса ӗҫленӗ. Хастарлӑхшӑн ӑна пӗрре мар хисеп хучӗсемпе парнесемпе чысланӑ. Мария Яковлевнӑн икӗ хӗрпе икӗ ывӑла пӑхса ӳстернӗ, вӗсем паянхи кун пурте ҫемьелле. Юбилярӑн 5 мӑнук ӳсет. Эпир те Мария Малышева саламлатпӑр, пурнӑҫ ҫулӗ юрӑ шӑрантарӑвӗ пекех яка та тухӑҫлӑ пултӑр.

 

Авӑнӑн 12–14-мӗшсенче Тутарстанра тутар фольклорӗн Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ иртӗ. Тутар Республикин тӗп хулинче — Хусанта — хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарма Раҫҫей Федерацийӗн чи лайӑх фольклор ушкӑнӗсене чӗннӗ. Вӗсем шутне Комсомольски районӗнчи Урмайри информаципе культура центрӗн «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗ те кӗме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен фольклор ушкӑнӗсем хушшинче фестиваль ирттерни тутар халӑхӑн йӑла культурине сыхласа хӑварма пулӑшӗ.

Асӑннӑ фестивале «Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ансамблӗн 20 хутшӑнаканӗ кайӗ, вӗсем шутне Комсомольскинчи ачасен ӳнер шкулӗнчи тутар фольклорӗн, вокал, театр уйрӑмӗнче вӗренекенсем те кӗнӗ.

«Мишар» халӑх юррисене шӑрантарӗ тата тутар-мишар ташшисене ҫаптарӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Чӑваш Республикӑри тутарсем пурӑнакан вырӑнсенчи чӑн этнос материалӗн программипе паллаштарӗҫ.

«Мишар» фольклорпа эстрада халӑх ушкӑнне ӑнӑҫу сунатпӑр.

 

Кӑнтӑр енчи Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗмӗрле районӗсенче ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлнех вырмана вӗҫленӗ. Тухӑҫ республикипе вӑтамран 18,1 центнер тухать. Шӑп та лӑп ҫулталӑк каяллахи ҫав кун тӗлне вӑл кашни гектартан 19,8 центнерпа танлашнӑ.

Хӑш-пӗр хуҫалӑхра ҫӗр улми кӑларма тытӑннӑ ӗнтӗ. Ӑна пин гектар ытларах ҫинчен кӑларма ӗлкӗрнӗ. Иккӗмӗш ҫӑкӑр тухӑҫӗ те тӗш тырӑнни евӗрех пӗлтӗрхинчен пӗчӗкрех: унчченхи 201,2 центнер вырӑнне 149,2 центнер тухать.

Кӗрхисене акассипе те хресчен ҫине тӑрать. Елчӗк районӗнче планпа ипалӑртнинчен виҫ кун каяллах 83 процентне акма ӗлкӗрнӗ пулнӑ иккен.

Хӑмла ӳстерекенсем кашни районтах мар-ха. Ҫав культурӑна туса илекенсем, сӑмахран, вӑрмарсем, ҫӗрпӳсем, етӗрнесем, ӑна татма тытӑннӑ.

 

Комсомольски районӗнчи Шурут Нурӑс ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ виҫӗ пӗртӑвана асӑнса палӑк уҫма палӑртнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ялӗнче пулмӗ-ха вӑл, вырӑнти масар ҫинче.

Палӑка Александр, Николай тата Геннадий Соколовсене халалланӑ. Вӗсем пуҫ хунӑранпа шыв-шур нумай юхса иртнӗ пулин те хайхисен ҫывӑх ҫыннисем ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хунӑ несӗлӗсене манман кӑна мар, вӗсен шӑпипе ҫине тӑрсах кӑсӑкланнӑ. Асли, Александр, 1941 ҫулта Карелинче вилнӗ; вӑтамми, Николай, — 1942-мӗшӗнче Вязьма тӑрӑхӗнче; кӗҫӗнни, Геннадий, — 1943-мӗшӗнче Курск пӗккинче. Вӗсен тӑванӗн ывӑлӗ Владимир Матросов несӗлӗсене пытарнӑ вырӑна чылай ҫул шыранӑ, унтан тӑпра илсе килме ӗмӗтленнӗ вӑл. Шухӑшланине пурнӑҫа кӗртнӗ-кӗртнех.

Сакӑрвуннӑран иртнӗ пӗр тӑван Зойӑпа Валентина Григорьевнӑсем (район администрацийӗ хыпарланинче виҫӗ пӗр тӑваншӑн вӗсем кам лекни пирки, шел те, каламан) кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче Ҫарпа мемориал компанине палӑк лартма пулӑшу ыйтса ҫыру янӑ иккен. Ҫапла вара гранитран тунӑ палӑка ыран уҫӗҫ.

 

Тӳррипе, ку сӑмаха ӗненме те йывӑр. Анчах Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енти Тӗпчев управленийӗ ку ӗҫе вӗҫлесе суда ярса панӑ ӗнтӗ.

Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, ӗҫ-пуҫ Комсомольски районӗнче, пӗр ялти пӗтӗмӗшле тухтӑр офисӗнче, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Шӑл юсаканӑн мӑшкӑлӗ пулнисен шутӗнче пилӗк ача-мӗн. Вӗсем — 13–15 ҫулсенчи каччӑсем. Хайхисем шӑл юсаттарнӑ вӑхӑтра тухтӑр вӗсене хыпашланӑ пулать. Врача халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 135-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплаҫҫӗ.

 

Паянхи ҫанталӑк кӗркуннехи пек ӑмӑрлӑ пулин те пирӗн спортсменкӑсене ку пулӑм пӗрре те кулянтармсть, ара ҫитес кунсенче пысӑк ӑмӑрту иртмелле, ҫавӑнпа та хуйхӑрма вӑхӑт ҫук — старта хатӗрленес пулать.

Нумай та пулмасть Мускавра ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Ун пирки эпир маларах хыпарланаччӗ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх Мускаври тӗнче чемпионатне хутшӑнма Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне йӗркеленӗ. Ушкӑна вара пирӗн 6 ентеш кӗни савӑнтарать.

Тӗнче первенствин пӗрремӗш кунхине, ҫурлан 10-мӗшӗнче марафон трассине 3 чӑваш спортсменки — Алевтина Биктимирова (Комсомольски районӗ), Альбина Майорова тата Татьяна Арясова тухать. Пурне те вӗсене ӑнӑҫу сунас килет.

Аса илтеретпӗр, ҫӑмӑл атлетикӑпа тӗнче чемпионачӗ Мускавра ҫурлан 10–18-мӗшсенче иртет.

 

Ҫак уйӑхӑн юлашки вырсарникунӗнче Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Историе илсен, ҫар флотне 1696 ҫултах йӗркелеме йышӑннӑ. Ун пирки пӗрремӗш Петӗр патша ятарлӑ Хушӑвах кӑларнӑ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Ҫарпа тинӗс флочӗ аталаннӑ, ку енӗпе службӑра тӑракансене халалласа уяв кунӗ те туса хунӑ.

Комсомольски салинче вара моряксене асӑнса палӑках уҫма шут тытнӑ. Ӑна Ҫарпа тинӗс кунӗ умӗн, шӑматкун, ирхи 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, [53], 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 13

1934
91
Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ.
1945
80
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1953
72
Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ.
1966
59
Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ